Атте-анне — Ача-пӑча

 

12026Тӑлӑхӑн хырӑмӗ тӑххӑр.Атте-анне — Ача-пӑча
12027Тӑлӑхпа тӑлӑхӑн тӗлӗ пур.Атте-анне — Ача-пӑча
12028Тӑлӑххӑн пуранма — куҫҫуль тӑкма.Атте-анне — Ача-пӑча
12029Тӑлӑххӑн пурӑнни — куҫҫуль тӑкни.Атте-анне — Ача-пӑча
12030Турӑ епле ҫынсене тытса тӑрать, ашшӗ ачисене Турӑ пекех тытса тӑрать.Атте-анне — Ача-пӑча
12031Турӑ ҫынсене юратнӑ пек, ашшӗ ачисене юратать.Атте-анне — Ача-пӑча
12032Тыра пулмасан пӗр ҫуллӑх кӑна хуйхӑ, ывӑл-хӗр ӑнмасан ӗмӗрлӗх хуйхӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
12033Уйри юман тӑлӑхлӑ, ялта тӑлӑх тӑлӑллӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
12034Усал ашшӗ-амӑш хыҫҫӑн кайсан ачисене йывӑрлӑх.Атте-анне — Ача-пӑча
12037Хам ӳстернӗ ачам-пӑчамран усал сӑмах ан илтем теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
12038Хамӑн мулӑм мул та мар, атте мулӗ шел те мар.Атте-анне — Ача-пӑча
12039Харпӑр хӑй ачи-пӑчи хӑйӗнчен ытлашши мар.Атте-анне — Ача-пӑча
12040Хӑҫан ачасем усал амӑшпе, ун чухне шӑлкӑ; хӑҫан ачасем усал ашшӗпе, ун чухне амӑшне вилӗм.Атте-анне — Ача-пӑча
12041Хӗвел ҫинче ӑшӑ, анне ҫумӗнче хӑтлӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
12042Хӗненипе ача нихҫан та ӑслӑ пулмасть.Атте-анне — Ача-пӑча
12043Хӗпӗртемелле мар аписӗр, аписӗр тата апат тӑвакансӑр.Атте-анне — Ача-пӑча
12045Хӗр ҫуралсан кӗмӗл теҫҫӗ, ывӑл пулсан — ылтӑн.Атте-анне — Ача-пӑча
12046Хӗр усриччен вӑр усра.Атте-анне — Ача-пӑча
12044Хӗрача амӑшӗ ҫумне ҫыпӑҫать, арҫын ача ашшӗ ҫумне ҫыпӑҫать.Атте-анне — Ача-пӑча
12047Хӗре ачаш усрасан ашшӗ-амӑшне намӑс кӳрет.Атте-анне — Ача-пӑча
12048Чарусӑр ача ашшӗ-амӑш ҫӳҫне шуратать.Атте-анне — Ача-пӑча
12049Чарусӑр ачана пысӑкрах чукмар кирлӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
12050Ывӑл ҫуралсан ашшӗне пулӑшакан ҫуралчӗ, хӗрача ҫуралсан амӑшне пулӑшакан ҫуралчӗ теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
12051Ытараймасӑр ачине килӗ ҫине хурса тӳнӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
12052Эрнери ачан сӑн кӗрет.Атте-анне — Ача-пӑча
12054Этем ывӑлӗ-хӗрӗ йӑкӑл-якӑл ҫын хыҫҫӑн ан кайтӑр.Атте-анне — Ача-пӑча
12055Этем ывӑлӗ-хӗрӗ ытла мӑнӑланса ан пурӑнтӑр.Атте-анне — Ача-пӑча
12056Юратнӑ ача-пӑча час вилет теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
12059Ют ача — кашкӑр ҫури.Атте-анне — Ача-пӑча
12058Ют ача апат патне пырсан сӑмсинчен юн аннӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
12060Ют ачана — сӑмахпа, ху ачуна — хулӑпа.Атте-анне — Ача-пӑча
12061Ялне кура йытти, халӑхне кура ачи.Атте-анне — Ача-пӑча